Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

ÇĔР УЛМИ ŸСТЕРМЕ - ÇĔНĔ ТЕХНИКА

Çĕр улми – пысăк тупăш паракан культура. Ăна кăçал 200 гектар çинче туса илессишĕн тăрăшатпăр. Паха вăрлăх çителĕклĕ. Халĕ ăна суйласа тасататпăр, яровизацилеме хуратпăр.

“Иккĕмĕш çăкăра” çĕнĕ технологипе ÿстерме палăртрăмăр. Ку енĕпе ĕçлеме кăçал çĕнĕ техника чылай туянтăмăр. Çак кунсенче кăна ют çĕр-шывсенче туса кăларнă “Джон-Дир” трактор илтĕмĕр. Унăн хакĕ – 6 миллион тенке яхăн. Çăмăллăхлă кредитпа усă курни йывăрлăхран тухма май парать.

Халиччен çĕр улми речĕсен хушши 70 сантиметр шутланнă пулсан, халĕ ку хисепе 90 сантиметра çитеретпĕр. Ку енĕпе йăрансем туса пыракан çĕнĕ техника ĕçлĕ. Çĕр улмин чир-чĕрĕсемпе хурт-кăпшанкисене хирĕç кĕрешме те çĕнĕ опрыскиватель илтĕмĕр.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
12 мая 2007
00:00
Поделиться