Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

ЭЛĔК ШКУЛĔ ГРАНТА ТИВĔÇНĔ

Вĕрентÿ наци проекчĕпе килĕшÿллĕн кăçал та шкулсене пĕр миллион тенкĕ пачĕç. Нумаях пулмасть списока камсем лекни паллă пулнă. Республикăран 39 хула тата 87 ял шкулĕсем документсене тăратнă, вĕсенчен 17-шĕ тата 16-шĕ миллион тенкĕ илĕç.

Раççей грантне илме тивĕçлисен йышĕнче И.Яковлев ячĕллĕ Элĕк шкулĕ те пур. Ку вĕрентÿ учрежденийĕ рейтинг кăтартăвĕсем тăрăх виççĕмĕш вырăнта. Элĕксем чылай сумлă шкула кая хăварма пултарни те пысăк чыс.

Элĕк шкулĕ Раççей Президенчĕн грантне тивĕçни ÿсĕм çулĕпе сулмаклăн утнине çирĕплетет. Пĕлтĕрхи пекех конкурса тăратнă документсене хаклас ĕçе общество организацийĕсем пурнăçланă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
12 мая 2007
00:00
Поделиться