ФЕСТИВАЛЬТЕН – ПАРНЕПЕ
Çу уйăхĕн пуçламăш кунĕсенче Шупашкар районĕ 80 çул тултарнине тата Ача çулталăкне халалласа “Район ахахĕ–2007” ачасен пултарулăхĕн фестивалĕн гала-концерчĕ иртрĕ. Унта пире те йыхравларĕç. Пурĕ çичĕ районтан пултаруллă ачасем пухăнчĕç.
Элĕк район чысне хÿтĕлеме ачасен искусство шкулĕн вĕрсе каламалли инструментсен уйрăмĕнче вĕренекен тăхăр ача хутшăнчĕç. Юрий Николаевич Алексеев преподаватель ертсе пынипе “Кĕреке юррине” ăста выляса кăтартрĕç. Çавăн пекех тĕрлĕ кĕвĕ каласа халăх кăмăлне çĕклерĕç.
Шупашкар районĕн социаллă аталану пай пуçлăхĕ пирĕн ушкăна дипломпа чысларĕ.
Уяв спонсорĕ Мускавра пурăнакан С.Н.Бреус Ю.Н.Алексеева микрохумлă кăмака парнелерĕ. Ачасене кашнине хаклă парне пачĕ.
"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета