ЙЫВĂÇ ЛАРТАТПĂР,ПĔВЕ ЮСАТПĂР
Ачасене тăван тавралăха упрама, çут çанталăка юратма вĕрентес тĕллевпе çулсеренех çу уйăхĕн пуçламăшĕсенче йывăçсем лартатпăр, çÿп-çапа пуçтаратпăр, пĕве пуçĕсене юсаса йĕркене кĕртетпĕр.
Кăçал Тени шкулĕнче вĕренекен Алексей, Алик, Ольга Капитоновсем, О.Степанова, Лена, Марина, шкул çулне çитмен Костя Степановсем хутшăннипе 100 тĕме яхăн çăка хунавĕсене çыран хĕррисемпе лартса тухрăмăр. Аслă ăрурисем А.Тихонов, Н.Прохоров, В.Степанов, Н.Васильев, Н.Иванов, Г.Капитонов пĕве пуçĕсене юсарĕç.
"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета