Шалу тÿлеменшĕн явап тыттарнă
Ĕç укçи вăхăтра тÿленине тĕрĕслесе тăрасси – прокуратура ĕçĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ пайĕ. Элĕк райĕнĕн прокуратури те çакна тĕпе хурать. Вăл ирттернĕ тĕрĕслевсем районти организацисемпе предприятисен ĕçченĕсене шалу тÿлеменнипе çыхăннă парăмсене палăрмаллах чакарма май панă.
Калăпăр, пĕлтĕрхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне сакăр предприяти парăмĕ 1009 пин тенкĕпе танлашнă, çулталăк вĕçленнĕ тĕле вара вĕсен шучĕ чакнă – икĕ предприятин парăмĕ 195 пин тенке юлнă. Ку предприятисем иккĕшĕ те панкрутлăх тапхăрĕнче, конкурс производстви пырать.
Кăçал район прокурорĕ ĕç укçи вăхăтра тÿлеменни пирки пĕр представлени сырнă, миравай суда ĕç укçине шыраса илме ыйтса 130 заявлени (пĕтĕмпе 457 пин тенкĕлĕх) панă, икĕ административлă ĕç пуçарнă. Çавна май ĕç укçипе çыхăннă 330 пин тенкĕлĕх парăма татма пултарнă. Икĕ уйăхран ытларах ĕç укçи тÿлемен ертÿçĕсем тĕлĕшпе УПКпа килĕшÿллĕн тĕрĕслев ирттернĕ, райадминистраци пуçлăхне тивĕçлĕ информаци панă. Паян пĕр оргпанизацин кăна шалу енĕпе парăм пур – 48 пин тенкĕлĕх. Унăн ертÿçи пирки адмĕç пуçарнă.