ВĔРЕНŸРЕ ТĂРĂШУЛЛИСЕНЕ -СТИПЕНДИ
Пултаруллă вĕренекенсене пулăшас, хавхалантарас тĕллевпе, район пуçлăхĕн А. Платоновăн хушăвĕпе килĕшÿллĕн, вĕренÿре, обществăлла ĕçсенче палăракан ачасене стипенди памалла тунă. Стипендие районти 8 вĕренекен кăçалхи майăн 1-мĕшĕнчен пуçласа 2008 çулхи февралĕн 29-мĕшĕччен илсе тăрĕç.
Район пуçлăхĕн ят стипендине çак вĕренекенсем тивĕçнĕ: Олимпиада Никитина – Элĕк шкулĕнче 10 класра вĕренекен; Никита Сергеев – Питĕшкасси шкулĕнче 10 класра пĕлÿ пухакан; Кристина Львова – Ехремкасси шкулĕнче 8 класра вĕренекен; Наталья Михайлова – Ехремкасси шкулĕнче 8 класра вĕренекен; Анжелика Михайлова – Ураскилт шкулĕнче 10 класра пĕлÿ илекен; Олеся Ильина – Вырăс Сурăм шкулĕнче 8 класра вĕренекен; Анна Иванова – Мăн Вылă шкулĕнче 9 класра вĕренекен; Станислав Степанов – Карачура шкулĕнче 10 класра вĕренекен.
![]() |
"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета