Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Çамрăк армеецсен вăййисем вĕçленчĕç

 

Виçĕ кун пычĕç районти «Зарница» тата «Орленок» çар вăййисем. Çамрăк армеецсен мĕн кăна тума килмерĕ-ши; Кашни конкурс - çирĕп тĕрĕслев. Кашни шукул команди мала тухма тăрăшрĕ.

Шăматкун вара çарпа спорт вăййисем хупăнчĕç. çĕнтерÿçĕсем камсем-ха. Аслă ушкăнра та, кĕçĕннинче те Элĕк шкулĕн команди мала тухрĕ. «Орленокра» Ураскилт шкулĕ – иккĕмĕш, Юнтапа шкулĕ виççĕмĕш  вырăнсене йышăнчĕç. «Зарница» иккĕмĕш вырăнта Вырăс Сурăм шкулĕ, виççĕмĕшĕнче – Ураскильт шкулĕ.

Çĕнтерÿçĕсене дипломсемпе тата парнесемпе чысларĕç. Çакна палăртмалла: «Зарницăпа» «Орленок» çар вăййисенче пурĕ 380 ача хутшăнчĕ. Хĕвеллĕ кунсем вăйăсене ирттерме лайăх майсем туса пачĕç.

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
23 мая 2007
00:00
Поделиться
;