Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Çамрăксемшĕн ырă тĕслĕх

 

Ватлăх савăнăç мар ĕнтĕ. Апла пулин те пурнăçа тивĕçлипе пурăнса ирттермелле. Крымсарайкка ял тăрăхĕнчи Иван Ефграфович Ефграфов май уйăхĕнче 90 çул тултарчĕ. Унăн пурнăçра темĕн те тÿсме тивнĕ, вăрçă çулĕсенче вара фронтра тăшмана хирĕç çапăçнă. 1939 çулта салтака кайнăскер тăван кĕтесе 1946 çулта кăна таврăннă. Çарта радиотелеграфист специальноçне алла илнĕ. Ордента пур.

Мăшăрĕпе ултă ача пăхса çитĕнтернĕ. Ачаллах ĕçе кÿлленме тивнĕ. Вăрçă хыççăн ял Совет председатьелĕнче тăватă çул ĕçленĕ, хуçалăха ертсе пырас ĕçре те тăватă çул тимленĕ. Хыççăн райпо тытăмĕнче вăй хунă.

Иван Ефграфович ку тăрăхри çамрăксемшĕн ырă тĕслĕх.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
23 мая 2007
00:00
Поделиться
;