Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Хÿтлĕхе илеççĕ

Мăн Выл ял тăрăхĕн территорийĕнче нумай ачаллă çемьесем 44 шутланаççĕ. Ача усрава илнисем – 5. Вĕсенче 9 ача.

Мăн Вылă ялĕнчи Юлия Георгиевна Иванова упăшкипе пĕрле 2 пĕчек ачана аппăшĕпе шăллĕне Валерияпа Николая савăнăç парнеленĕ, тăватă çулхи Григорие те усрава илнĕ, халĕ вăл 7-мĕш класра вĕренет.

Клавдия Васильевна Ермолаева пенсие тухсан пилĕк çулхи Алексее тата вунă çулхи Нинăна хăй çине илнĕ. Алексей виççĕмĕш класра пĕлÿ илет. Алиса Александрова Васильева вара, икĕ выăл пулин те, Розăна та воспитани парать.

Ефимовсен çемьи тăлăха юлнă çичĕ çулхи Юльăна хăйсен хÿтлĕхне  илнĕ.

Çирĕккасси ялĕнче пурăнакан Ольга Трофимовна пĕртăван Ольгăпа Николая усрава илнĕ.

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
23 мая 2007
00:00
Поделиться
;