Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Обелиск вырăнне тупрĕ

 

Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче паттăррăн кĕрешнĕ, çапăçу хирĕнчен тăван кĕтесе таврăнайман салтаксене асăнса Чăваш Енĕн кашни районĕнче, чылай ялта палăк лартнă. Халиччен пирĕн районти Тавăт ялĕнче кун пек асăну палли çукчĕ-ха. Вăрçă чарăннăранпа чылай çул иртрĕ пулин те ку ялта та палăк хăйĕн вырăнне тупрех. Кунтан тухнă чылай паттăр çĕр-шыв ирĕклĕхĕшĕн  Алла пăшал тытнă йывăр вăхăтра. Çак тăрăхран 258 çын вăрçăра пуç хунă. Шăпах вĕсен ят-шывне палăртнă та çĕнĕ обелиск çине. Вĕсем пурте Тавăт ял тăрăхĕнче ÿссе çитĕннĕ.

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
23 мая 2007
00:00
Поделиться
;