Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

ÇĔНĔ ЛАВККА УÇĂЛЧĔ

Пурнăç пĕр вырăнта тăмасть, çавна пулах çĕнĕлĕхе те йышăнма тивет. Ялсенче пурăнакан хăш-пĕр хастарсем йывăрлăхсем умĕнче пуçа усмаççĕ, фермер хуçалăхне йĕркелеççĕ е предпринимательство енĕпе пĕр-пĕр ĕç пуçараççĕ.

Крымсарайккăра нумаях пулмасть “Ольга” ятлă çĕнĕ лавкка уçăлчĕ. Унăн хуçи – Лупашка ялĕнче пурăнакан Евгений Геннадьевич Дмитриев. Çĕнĕ лавккана мăшăрĕн ятне панă. Евгенийпе Ольга пĕрлешнĕренпе вунă çул çитнĕ. Вĕсем пĕр хĕр пăхса çитĕнтереççĕ.

Ялта пурăнакансем çĕнĕ лавкка уçăлнăшăн кăмăллă, мĕншĕн тесен кунта халь тĕрлĕ тавар туянма пулать.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
26 мая 2007
00:00
Поделиться
;