Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

ВАСИЛЬЕВСЕН АЧИСЕМ - АСЛĂ ПĔЛŸЛЛĔ

Шафранчăк ялĕнчи Васильевсем ашшĕ-амăшĕн чысне тивĕçлипе пурнăçланă тесен те тĕрĕсех пулĕ. Вĕсем виçĕ ывăлпа икĕ хĕр кун çути парнеленĕ. Тăваттăшĕ аслă пĕлÿ илме пултарнă.

Владислав, акă, Санкт-Петербургри аграри университетĕнче инженер-строителе вĕреннĕ, техника наукисен кандидачĕн ятне илнĕ. Халĕ вăл университетра студентсене пĕлÿ парать, çав вăхăтрах пĕр строительство организацийĕнче прораб пулса ĕçлет. Сергей та çак университетăн экономика факультетĕнчен хĕрлĕ дипломпа вĕренсе тухнă. Экономика наукисен кандидачĕ тăван университетра вĕрентет. Васильевсен Еленăпа Алена хĕрĕсем те Санкт-Петербургри тĕрлĕ университетсенче пĕлĕве тарăнлатнă.

Васильевсен килĕнче ялан туслăх хуçаланать. 2006 çулта вĕсем “Чи лайăх пÿрт” районти конкурса хутшăнса малтисен йышне лекме пултарнă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
26 мая 2007
00:00
Поделиться
;