Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

ÇУРАКИ ĂНĂÇЛĂ ВĔÇЛЕНЧĔ

“Алмаз” общество çурхи уй-хир ĕçĕсене вĕçлерĕ. Тĕш тырăсене 420 гектар, çĕр улмине 30 гектар лартнă. Мĕн пур ĕçсене агротехника срокĕсенче пурнăçланă. Ăнăçлăх ака ĕçĕсене малтанах тĕплĕн хатĕрленнинчен килчĕ. Техникăна вăхăтра хатĕррисен ретне лартрăмăр.

Хĕрÿ ĕçсене пуçăнас умĕн механизаторсемпе юсавçăсем тракторсемпе кăкарса ĕçлемелли агрегатсене тепĕр хут пăхса тухса тĕрĕслерĕç. Çавăнпах ĕнтĕ техника акара кал-кал ĕçлерĕ.

Уй-хир ĕçĕсенче механизаторсем, юсавçăсем, ял хуçалăх специалисчĕсем хастарлăхпа тăрăшулăх кăтартрĕç. Çавăншăн вĕсене пурне те чĕререн тав тăвас килет. Июнĕн 3-мĕшĕнче хуçалăхра Акатуй ирттерĕпĕр. Уява пурне те пырса курма чĕнетпĕр.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
02 июня 2007
00:00
Поделиться
;