Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

АСФАЛЬТ ÇУЛ НУШАРАН ХĂТАРĔ

ЧР Президенчĕ Н.Федоров çул-йĕр тăвассине вăйлатас тĕлĕшпе йышăннă Указа пурнăçлассипе ĕçлемелли сахал мар районта кăçал. Çавна май халĕ ку енĕпе чылай ĕç тăваççĕ. Акă, Кĕçĕн Тăвантан Илленушкăнь ялне йĕпе-сапа вăхăтĕнче çитме пысăк нуша пулнă.

Кăçалтан кунта лару-тăру лайăх енне улшăнмалла, мĕншĕнне пытармăпăр, халĕ Илленушкăнь ялне каякан çула йĕркене кĕртнĕ ĕнтĕ, кĕçех хăйăр тата вак чул хума тытăнмалла. Палăртма кăмăллă, хатĕр материала çул тунă çĕре турттарса хунă. Паллах, ĕçĕ сахал мар: яла кăçалах асфальтпа çыхăнтармалла. Ку çеç-и, асфальт çул Илленушкăнь ялĕн çуррине çитĕ. Çул-йĕр тăвакан “Волгодорстрой” организаци ĕçе лайăх йĕркеленĕ, рабочисем валли условисем çителĕклĕ туса панă. Ĕçе уйрăм çынсен автотранспортне те явăçтарнă. Кĕçĕн Тăван – Илленушкăнь çул тăршшĕ – 2 çухрăм та 400 метр. Тÿрех каламалла, ĕç калăпăшĕ пĕчĕк мар. Ку çул çинче ĕçсем мĕнле пынипе паллашас тĕллевпе район пуçлăхĕ Анатолий Платонов Илленушкăньре пулчĕ. Вăл подрядчик ĕçĕпе кăмăллă юлчĕ. Çул-йĕр ăстисем ĕçе чăннипех те лайăх пахалăхпа пурнăçлаççĕ. Акă, ял урамне йывăр тиевлĕ автомашинăсем тăм илсе килсе тăкаççĕ те хыççăнах ăна бульдозерпа тĕксе якатаççĕ, таптаса хытараççĕ. Рабочисем иртен пуçласа каçчен ĕçрен уйрăлмаççĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
02 июня 2007
00:00
Поделиться
;