Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

КРЕДИТПА ĔНЕ, ТРАКТОР ТУЯННĂ

Çĕнкас Юнтапари Арсентьевсем агропромышленность комплексне аталантармалли наци программи вăхăтлăх пулăм маррине, хресченсене харпăр хăй хушма хуçалăхне аталантарма уйăракан кредитпа туллин усă курмаллине шансах тăраççĕ. Ахальтен-им вĕсем иртнĕ çул 150 пин тенкĕлĕх кредит илнĕ. Унпа МТЗ-82 тракторпа кăкарса ĕçлемелли механизмсем, 2 ĕне туяннă.

Халĕ Арсентьевсен картишĕ тĕрлĕ выльăхран пуян: сăвакан 3 ĕне, 2 вăкăр, сысна амисем 2, сурăхсем, чăхсемпе хурсем пур. Кунсерен 30 литр сĕт сутаççĕ. “Мĕнле ĕлкĕретĕр-ха;” – тесе ыйтсан, Юнтапа шкулĕнче вĕрентекен Светлана Анатольевна пуриншĕн те хунямăшне Вера Викторовнăна тав тăвать. Çемье пуçлăхĕ Александр Григорьевич мĕн пултарнă таран ял çыннисене пулăшать.

Вăт çапла пурăнать, ĕçлет çамрăк çемье.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
02 июня 2007
00:00
Поделиться
;