Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

ТĂВАН ЯЛАХ ТАВРĂННĂ

Йăлкăш тăрăхĕнчи В.Е.Борисов чылай хушă хулара ĕçлесе пурăннă. Унăн амăшĕ, çулсем иртнĕçем сывлăхран хавшама тытăннă та, ывăлĕ тăван енех таврăннă. Вăл çывăхри механика заводне ĕçе вырнаçнă, хăй килĕштернĕ профессипех тимленĕ. Вăхăт иртнĕ – завод хупăннă.

Нумай шутласа тăман В.Борисов, хресчен-фермер хуçалăхне йĕркелеме тытăннă. Тăруках сăрт-ту хăпартма çук-ха та, çапах фермер аптраса ÿкмен. 2006 çулта вăл çăмăллатнă йĕркепе паракан кредитпа усă курса мотоблок, унпа ĕçлемелли хатĕрсем туяннă. Фермер ĕçне пуçăнаканăн ĕмĕчĕсем те пĕчĕкех мар: 6 гектар çĕр çинче çĕр улми çитĕнтересшĕн, выльăх апачĕ те хатĕрлесшĕн.

В.Е.Борисовăн ачисем те пур, вĕсем пурте çитĕнсе çитнĕ ĕнтĕ, кашниех вара ашшĕн ĕмĕтне малалла тăсасшăн.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
02 июня 2007
00:00
Поделиться
;