Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

ÇАМРĂКСЕНЕ – СТИПЕНДИ

Районти çичĕ çамрăк район пуçлăхĕн ятарлă пĕр хутчен паракан стипендине тивĕçнĕ. Ĕçре тата вĕренÿре активлăхпа палăрнăшăн асăннă стипендие Элĕк шкулĕнчен вĕренсе тухнă Алена Васильева, электромеханика колледжĕн студентки Светлана Данилова (Ярхуньушкăнь ялĕ), райадминистрацин культурăпа кану, библиотека ĕçне йĕркелесе пыракан тĕп специалист Л.Иванова, Элĕк шкулĕнчен вĕренсе тухнă Эльза Ильина, Йăлкăш шкулĕнче воспитательте ĕçлекен Нина Казакова, “Новый путь” хуçалăхăн тракторист-машинисчĕ Николай Кузьмин, Юнтапа шкулĕнче вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекен Надежда Петрова илĕç.

Çамрăксем стипендие илме тивĕçни çинчен калакан свидетельствăна Раççей çамрăкĕсен кунне халалласа иртекен уявра илĕç.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
23 июня 2007
00:00
Поделиться
;