Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

АЧА АМĂШĔСЕНЕ - СЕРТИФИКАТ

Мăн Вылă ял тăрăхĕнче, Республика кунне уявлама хатĕрленнĕ май, икĕ амăшне 250 пин тенкĕлĕх “Ача амăшĕн капиталĕ” сертификат пачĕç.

Амăшĕсене çав документа пама тата саламлама районти ЗАГС пайĕн начальникĕ М.М.Николаева тата Пенси фончĕн управленийĕн начальникĕ Л.А.Викторова килчĕç. Амăшĕсем сертификатпа пĕрле ЧР Президенчĕ Н.В.Федоров тата район пуçлăхĕ А.И.Платонов ячĕпе саламлă çырусем илчĕç. Вĕсене ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н.А.Лаврентьева та ăшшăн саламларĕ, пепкисене сувенирсем пачĕ.

Тин çеç çуралнă Наталин амăшĕн, Алиса Андачковăн, Александр ывăлĕпе Анастасия хĕр ачи те пур. Вĕсем шкула кайман-ха. Пĕчĕк Михаил амăшĕн, Олимпиада Васильевăн та, ачасем пĕрре кăна мар. Асли Иван 4-мĕш класс пĕтернĕ, Арина 2-мĕш класа куçнă. Асăннă амăшĕсем ял тăрăхĕнче пуринчен малтан “Ача амăшĕн капиталĕ” сертификат илчĕç.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
23 июня 2007
00:00
Поделиться
;