Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

ПĔРЛЕШМЕЛЛЕ ПУЛĔ. КĔÇЕХ

Çак кунсенче районта Муркаш районĕн çар ĕç комиссарĕ А.Прокопьев пулчĕ. Вăл чи малтанах район пуçлăхĕпе А.Платоновпа курса калаçрĕ. Тĕл пулăва райадминистрацин ĕçсен управляющийĕ В.Казаков тата районти çар ĕç комиссарĕ В.Мареев хутшăнчĕç. Калаçу, тĕпрен илсен, Элĕк районĕн çар ĕç комиссариачĕн паянхи ĕçĕ-хĕлĕ тата унăн малашлăхĕ пирки пулчĕ.

Муркашран килнĕ хăна районти çар ĕç комиссариачĕн ĕçченĕсемпе те тĕл пулса калаçу ирттерчĕ, кунти техника базипе, çурт-йĕрпе паллашрĕ. Икĕ çар ĕç комиссариачĕ пĕрлешесси пирки пычĕ те калаçу. Çакă паллă: кăçалхи сентябрĕн 1-мĕшĕнчен пирĕн районти çар ĕç комиссариачĕ Муркашпа пĕрлешет.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
23 июня 2007
00:00
Поделиться
;