Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

ТЕНИРИ АКАТУЙРА

Тени ял тăрăхĕ кăçалхипе иккĕмĕш хут Акатуй ирттерчĕ. Ял çыннисем уява карах пухăнчĕç. Акатуя ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Г.Н.Мурзакова савăнăçлă лару-тăрура уçрĕ. Уяв ирттерме “Озернăй” хуçалăхăн гендиректорĕ Илья Александров, Г.Исаевпа В.Узянов фермерсем укçа-тенкĕпе пулăшнине те палăртрĕ вăл. Уява пухăннисене район администрацийĕ ячĕпе А.И.Прохоров ăшшăн саламларĕ. И.Васильевпа П.Николаев педагог-ветерансем Тени тăрăхĕн историйĕпе те паллаштарчĕç.

Вырăнти шкул директорĕ Л.Иванова кăçалхи вĕренÿ çулĕнче вĕренекенсен пĕр ушкăнĕ Турцире Стамбул хулинче иртнĕ пысăк фестивале ăнăçлăн кайса килнине савăнса каласа пачĕ. ЗАГС пайĕн пуçлăхĕ М.М.Николаева уйрăм çемьесене, çавра менелникрисене, мăшăрĕсене саламларĕ.

Анлă программăпа килĕшÿллĕн ташша-юрра пуçлама чи малтан Турцире хăйсен ăсталăхне хĕрĕх йыш хушшинче кăтартнă ушкăн тухрĕ. Хаваслăн алă çупса тав турĕç вĕсене куракансем. Çĕнĕ Шупашкартан çитнĕ Çĕньял фольклор ушкăнĕ чăваш ташши-юррипе савăнтарчĕ. Спорта юратакансем хăйсен ăсталăхне кăтартрĕç. Пĕр, икĕ çухрăма чупса тухрĕç. Тикĕс асфальт çул çинче 1500 метра спорт мелĕпе утакансем çиçкĕнсе тухрĕç. Шăчă çине улăхассипе те тупăшу çивĕч иртрĕ. Мала тухнисене грамотăпа, медальпе чысларĕç.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
23 июня 2007
00:00
Поделиться
;