Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

ÇАМРĂКСЕН УЯВĔ ИРТРĔ

Çĕртме уйăхĕн çирĕм çиччĕмĕшĕнче районта Раççей çамрăкĕсен кунне паллă турĕç. Уяв Элĕкри культура керменĕ умĕнчи лапамра иртрĕ. Район пуçлăхĕ А.И.Платонов уява килнĕ çамрăксене саламларĕ.

“Эсир район пуласлăхĕ, сирĕнте пирĕн шанчăк. Пурнăçра пысăк çитĕнÿсем, ăнăçу, сывлăх сунатăп”, – терĕ Анатолий Иванович. Çавăн пекех лапама пухăннă яш-кĕрĕмпе хĕр-упраçа вĕрентÿпе спорт, социаллă аталану, çамрăксен политикин управленийĕн начальникĕ Э.В.Николаев, районти çамрăксен правительствин председателĕ Э.К.Волков саламларĕç.

Район пуçлăхĕ ЧР Президенчĕн стипендине тивĕçнĕ ултă çамрăка свидетельство пачĕ. Вĕсенчен пиллĕкĕшĕ тĕрлĕ çĕрте ĕçлеççĕ, тепри шкулта вĕренет. Çавăн пекех 15 çамрăк район пуçлăхĕн стипендине тивĕçрĕç.

Ĕçре çитĕнÿсемпе палăрнă, район аталанăвне тÿпе хывнă çамрăксене парнесемпе чысларĕç.

Хаваслă юрă-кĕвĕ, ташă çамрăксен кăмăлне пушшех те çĕклерĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
30 июня 2007
00:00
Поделиться
;