Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

ПĔРИСЕМ НУМАЙ СĂВАÇÇĔ, ТЕПРИСЕМ…

Районти хуçалăхсенче сăвăм ÿссе пыни савăнтарать. Хальхи вăхăтра “Родник” обществăра кашни ĕнерен 22, 7 килограмм; “Новый путь” хуçалăхра – 18, 7; Ульянов ячĕллĕ хуçалăхра – 12, 9; “Свобода” обществăра – 12, 6 килограмм сĕт суса илеççĕ. Районти вăтам кăтарту – 11, 9 килограмм.

Выльăхсене ешĕл апатпа тăрантарни сăвăма ÿстерсе пыма пулăшать. Чылай фермăсенче ĕнесене симĕс курăк çине кăларнă. Ешĕл апата çулса парассине те йĕркеленĕ.

Анчах районта йÿнĕ те паха апатпа пĕлсе усă курманнисем те пур-ха. Çавăн пиркиех “Авангард” хуçалăхра куллен 7-шер килограмран мала сĕт сăваймаççĕ. “Прогресс” хуçалăхри ĕнесем те çавăн чухлĕ кăна сĕт антарнипе ниепле те килĕшме çук.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
30 июня 2007
00:00
Поделиться
;