Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

ЧУН ХАВАЛĔ СŸНМЕН-ХА

Элĕк ял тăрăхĕнче ватăсен шучĕ сахалах мар. Кашнинех тимлĕх, пулăшу кирлĕ. Иштекре пурăнакан Агреппина Тимофеевна Тимофеева вара ку тăрăхра чи ватти шутланать.

Вăл 1914 çулхи çĕртме уйăхĕн çирĕм саккăрмĕшĕнче çуралнă. Çиччĕре чухне тăлăха юлнă. Агреппинăна тата тăватă шăллĕпе йăмăкĕсене пиччĕшĕ пăхса ÿстернĕ, тăванĕсем пулăшнă. Выçăллă-тутăллă ирттернĕ ачалăхне халĕ те манаймасть кинемей. Çамрăклах кĕтÿçе вырнаçнă, ферма сурăххисене пăхнă. Вăрçă çулĕсем те çăмăллăн иртмен уншăн, хуйхи-суйхине, тертне сахал мар тÿснĕ. Апла пулин те, 93-ри ватă паян та чун хавалне сÿнтермест. Кил-çуртра пĕчченех тăрмашать, качака, чăхсем тытать. Утă-улăмне те хăйех хатĕрлеме тăрăшать.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
14 июля 2007
00:00
Поделиться
;