Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

ХУТСА ĂШĂТМАЛЛИ ТАПХĂРА ХАТĔРЛЕНЕÇÇĔ

Тунти кун черетлĕ планеркăна А.И.Платонов ял хуçалăхĕнчи пĕрремĕш çур çулхи кăтартусене пĕтĕмлетнипе пуçларĕ. Сĕт сутассипе тата мăйракаллă шултра выльăх шучĕпе Элĕк районĕ республикăра паянхи куна çиччĕмĕш-саккăрмĕш вырăнсене йышăнать.

Пĕр талăкра ĕне сăвăсси 21341 килогрампа танлашать, вăтамран пĕр ĕнерен 11, 4 килограмм сĕт суса илеççĕ. Сĕт сăвассипе паянхи куна районта “Родник” общество малта пырать.

Çавăн пекех планеркăра çут çанталăк газĕпе, электроэнергипе усă курнăшăн вăхăтра тÿлеменнине, çак парăма татассипе çыхăннă ыйтăва хускатнă. 2007-2008 çулхи хутса ăшăтмалли тапхăра хатĕрленсе Элĕкри культурăпа кану центрĕн тăррине юсассипе ĕçсем пыраççĕ. Çавăн пекех Парковая тата Советская урамĕсенче пурăнмалли уйрăм çуртсене ăшă кĕртмелли ĕçсем пыраççĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
18 июля 2007
00:00
Поделиться
;