Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

РАЙОН БЮДЖЕЧĔ ŸСНĔ

Район администрацийĕн финанс пайĕ депутатсен Пухăвĕн “Чăваш Республикинчи Элĕк районĕн 2007 çулхи муниципаллă бюджечĕ çинчен” депутатсен Пухăвĕн решенине улшăнусем кĕртесси çинчен” йышăну проектне хатĕрленĕ. Ăна депутатсен Пухăвĕн бюджет, экономика, пурлăх хутшăнăвĕсем, строительство, транспорт тата çыхăну енĕпе ĕçлекен комиссине пăхса тухма тăратнă.

Район бюджечĕн тупăшĕ 9015, 5 пин тенкĕлĕх ÿснĕ, çав шутран вырăнти тупăш 2370, 9 пин тенкĕлĕх, республика бюджетĕнчен тавăрса памалла мар укçа-тенкĕ 6644, 6 пин тенкĕлĕх.

Хушма укçа-тенкĕпе вĕрентÿ, сывлăх сыхлавĕнче, культура системисенче ĕçлекенсен ĕç укçине ÿстернĕ, ытти тĕп ыйтусене татса панă çĕрте тăкаклаççĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
18 июля 2007
00:00
Поделиться