Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

СПАРТАКИАДĂНА ХУТШĂНЧĔÇ

Июлĕн 14-мĕшĕнче Çĕрпÿ районĕнчи Опытный поселокра республикăри патшалăх влаçĕн органĕсен тата вырăнти самоуправлени тытăмĕнчи ĕçченсен VI спартакиади иртрĕ.

Ăмăртăва физкультурăпа спорта, сывă пурнăç йĕркине аталантарас, пропагандăлас тата активлă канăва йĕркелес тĕллевпе ирттернĕ. Администраци ĕçченĕсем пĕрлештернĕ эстафетăра (шывра ишессипе, чупассипе, велокросра) канат туртассипе ăмăртрĕç. Район пуçлăхĕпе А.И.Платоновпа ĕçсен управляющийĕ В.И.Казаков çăмăл машинăпа тĕрлĕ фигурăсем тунă çĕре хутшăнчĕç. Тенири Мурзаковсем çемье командисем хушшинче япăх мар кăтарту турĕç.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
18 июля 2007
00:00
Поделиться
;