Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Фермерсем çер улми кăларма хатĕрленеççĕ

 

Элĕк районĕнчи фермер хуçалăхсем «иккĕмĕш çăкăра» ăнăçлă ÿстерсе пысăк тупăш илессипе самаях опыт пухнă. Кÿршĕ районсен ял хуçалăх пĕрлешĕвĕсен ертÿçисем те вĕсен тĕслĕхĕпе хавхаланса ĕçлеме вĕренеççĕ.

Кăçал, сăмахран, Журавлев фермер «иккĕмĕш çăкăра» - 200 гектар, Исаев 150 гектар çинче лартса ÿстернĕ. Пĕтĕмĕшле илсен, районта кун пек хуçалăхсенче 644 гектар çинче çĕр улми çитĕнет. Çĕр улми тухăçлăхне ÿстерессипе те курăмлă ĕçлеççĕ фермерсем: çĕнĕ сортсем туянаççĕ, энергии перекетлеме май паракан техникăпа тата технологипе анлă усă кураççĕ. Акă, Исаев çак кунсенче çĕр улми кăлармалли комбайн, Журавлев вара харăсах икĕ комбайн туянма хатĕрленеççĕ. Паянхи кун фермерсем çĕр улми кăлармалли агрегатсене юсаççĕ.

 



"Хыпар"
19 июля 2007
00:00
Поделиться
;