ХĔРСЕМ ВОДИТЕЛЕ ВĔРЕНЕÇÇĔ
Çĕмĕрлери РОСТОн Элĕкри филиалĕнче халĕ хĕрÿ тапхăр. Водительсене вĕрентсе хатĕрлессипе тимлеççĕ. Вăтăр çынран тăракан йышра – хĕрсемпе çамрăк хĕрарăмсем.
Элĕкри перекет банкĕнче, казначействăра, сутуçăра ĕçлекенсем тата ыттисем те активлăх кăтартаççĕ. Çул-йĕр правилисене Л.И.Капаров инженер, çăмăл машина тытăмĕ енĕпе РОСТОн филиал ертÿçи М.Ф.Фомин вĕрентеççĕ. Теорилле пĕлĕве практикăпа çыхăнтарни водитель ĕçĕн вăрттăнлăхĕсене лайăхрах алла илме уйрăмах нумай пулăшать.
Çак кунсенче тепĕр ушкăн та вĕренĕве кÿлĕнмелле. Иртнĕ тапхăрта водительсен ултă ушкăнĕнче пĕлÿ илнисене правасем панă.
"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета