Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

ПРОДУКЦИ ТУСА КĂЛАРАССИ ŸСЕТ

Район администрацийĕн экономика управленийĕ пĕлтернĕ тăрăх, 2007-мĕш çулта иртнĕ 6 уйăхра потребительсен таварне туса кăларасси пĕлтĕр çак вăхăтрипе танлаштарсан 582 пин тенкĕ таран ÿснĕ. Кăçалхи çĕртме-утă уйăхĕсенче 9320 тенкĕлĕх тавар кăларнă.

Çак кăтарту 106, 7 процентпа танлашнă. 6 уйăхра райпо предприятийĕсенче кондитер изделийĕсене – 41, 6 тонна туса кăларнă. Çăкăрпа булка изделийĕсене – 227, 4 тонна, пылак шывсене – 62297 декалитр (пĕлтĕрхи çак вăхăтринчен 11, 7 процент нумайрах), консерва продукцине – 77, 2 пин условнăй банка (24, 3 процент ытларах пĕлтĕрхинчен) туса кăларасси те ÿснĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
21 июля 2007
00:00
Поделиться
;