Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

ТЕХНИКĂНА ХАТĔРЛЕÇÇĔ, ÇĔННИНЕ ТУЯНАÇÇĔ

Районти фермер хуçалăхĕсем çĕр улми туса илессипе ăнăçлă ĕçлеççĕ. Вĕсем “иккĕмĕш çăкăра” 644 гектар çинче ÿстереççĕ. “Журавлев” хресчен-фермер хуçалăхĕнче çĕр улми – 200 гектар, “Исаев” – 150, “Возрождение” – 105, “Волков” – 60, “Колос” хресчен-фермер хуçалăхĕнче 50 гектар йышăнаççĕ.

Хальхи вăхăтра фермер хуçалăхĕсем çĕр улми пухса кĕртмелли техникăна ĕçе хатĕрлеççĕ, çĕннине туянаççĕ. Исаевăн хуçалăхĕ нумаях пулмасть “Гримме” комбайн туяннă. Кăçал техника комплексне пурĕ 18, 3 миллион тенкĕлĕх илнĕ.

Çак кунсенче “Журавлев” хуçалăхне çĕр улми пухса кĕртмелли 2 комбайн килмелле. “Волков”, “Возрождение” хуçалăхсенче те пĕрер комбайн туянма палăртнă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
21 июля 2007
00:00
Поделиться
;