Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Веренÿ çулне хатĕр

Элĕк районĕнче утă уйăхĕн 23-27 – мĕшĕсенче шкулсем çĕнĕ вĕренÿ çулне пуçлама мĕнлерех хатĕрленнине  тĕрĕслеççĕ. Юсав ĕçĕсене кашни шкул иртнĕ вĕренÿ çулĕнчех майĕпен пурнăçласа пынă, çурла уйăçĕн пуçламăшĕ тĕлне вĕсем пурте хатĕррисен шутне кĕмелле. 12 вăтам тата 2 тăхăр çул вĕренмелли шкулта кулленхи тата тĕпрен тунă юсав ĕçĕсем вĕçленнĕ ĕнтĕ. Кабинетсене, спорт залĕсемпе мастерскойсене тирпейленĕ пушартан сыхланас тĕллевпе мĕн кирлине веçех туса ирттернĕ. Столовăйсенче уйрăмах çирĕп йĕрке пулĕ. Шкул çумĕнчи пахчара та çум курăксенчен тасатнă йăрансем, чечек клумбисем куçа илĕртеççĕ. Тирпей-илем кÿрес ĕçре ача-пăчасем, вĕрентекенсем, ашшĕ-амăшĕ сахал мар вăй хунă.

 



"Хыпар"
24 июля 2007
00:00
Поделиться
;