Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

КĔР КĔРЛЕРĔ ЫЛТĂН ТУЙ

Ылтăн туй. Çур ĕмĕр пĕрле пурăнаççĕ Ехремкасси ял тăрăхĕнчи Качалаври Чашковсем. Георгий Ананьевич Чашков Ехремкассинчи вăтам шкулта ĕç тата ÿнер предмечĕсене вĕрентнĕ. Çĕршер те çĕршер вĕренекен тухнă ун алли витĕр. Чылайăшĕ хăйсен вĕрентекенĕн профессинех суйласа илнĕ, учитель пулса тăнă. Хăшĕсем шкул директорĕнче ĕçлеççĕ. Вĕренсе тухнисем ăна пултаруллă та ĕçчен вĕрентекен пулнипе аса илеççĕ.

Унăн мăшăрĕ Ульяна Кирилловна ĕмĕр тăршшĕпех Ехремкасси ял библиотекинче библиотекарьте тăрăшнă. Общество ĕçĕнче хастар пулнă. Кашни каçах клубра “çухалнă”. Вăл “Правда” колхозри хĕрарăмсен канашĕн членĕ пулнă.

Мăшăрсем Тамара ятлă хĕр пăхса çитĕнтернĕ. Халĕ вăл Элĕк шкулĕнче пуçламăш класри ачасене вĕрентет. Вăл аслă категориллĕ учитель, икĕ ача пăхса çитĕнтерет.

Чашковсем хăйсен пурнăçĕпе кăмăллă. Çемьере яланах тараватлăх хуçаланать. Вĕсем кÿршĕсемпе, ял-йышпа туслă та килĕштерсе пурăнаççĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
25 июля 2007
00:00
Поделиться
;