Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

ТЕХНИКА ЧЫЛАЙ ХУШĂНЧĔ

Ку чухнехи лайăх пахалăхлă техника – ял хуçалăхне тупăшлă аталантармалли тĕп çул-йĕрсенчен пĕри. Пĕлтĕр ял хуçалăх предприятийĕсен автопаркĕсене 27 единица (пурĕ 15 миллион тенкĕлĕх) хушăнчĕ. Çав шутран 15 единицине çăмăллăхлă кредитпа 7 миллион тенкĕлĕх туяннă.

Кăçал ял хуçалăх техникине 31, 8 миллион тенкĕлĕх илнĕ, ку хисепрен çăмăллăхлă кредитпа – 10, 1 миллион тенкĕлĕх, лизингпа – 16, 2 миллион, вырăнти укçа-тенкĕпе 5, 5 миллион тенкĕлĕх.

“Новый путь” хуçалăхăн автопаркĕ 2 миллионлăх пуянланчĕ. “Шумшеваши” хуçалăх çĕре кăпкалатакан тата акакан «Обь 4 -3Т» комбинированнăй агрегат илчĕ. “Алмаз” общество «МТЗ-82» трактор, тĕш тырă пухса кĕртмелли «ДОН-1500» комбайн, выльăх апачлĕх культурăсене пухса кĕртмелли «Е-281» комбайн туянчĕ. “Родник” общество çăмăллăхлă кредитпа «МТЗ-82» трактор тата косилка илме пултарчĕ. “Озерная” обществăра 2, 5 миллион тенкĕлĕх «ДОН-1500» комбайн хушăнчĕ.

“Исаев” хресчен-фермер хуçалăхĕшĕн нумаях пулмасть çĕр улми пухса кĕртмелли “Гримме” комбайн туянни пысăк çитĕнÿ. Фермер çĕр улми пăхса ÿстермелли тата пухса кĕртмелли техника комплексне пурĕ 18, 3 миллион тенкĕлĕх илчĕ.

“Журавлев” хресчен-фермер хуçалăхне çак кунсенчех 2 комбайн килмелле. “Волков” тата “Возрождение” хресчен-фермер хуçалăхĕсем те 1-ер комбайн илме палăртнă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
25 июля 2007
00:00
Поделиться
;