Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

УСРАВ АЧАСЕМ - ТУЛЛИ ÇЕМЬЕРЕ

Ачасем – пирĕн пуласлăх. Кашни ачан пуласлăхĕ вара вăл мĕнле çемьере, лару-тăрура ÿснинчен килет. Çавăнпа та пур енлĕн аталанма мĕн пĕчĕкренех условисем туса памалла.

Юнтапа ял тăрăхĕн территорийĕнче кăçал икĕ çемье ача çуртĕнчи пиллĕк ачана хăйсен хÿттине илнĕ. Анаткас ялĕнчи Иринăпа Павел Павловсем, акă, 2001-мĕш çулта çуралнă Аньăна, 2003-мĕш çулхи Александрăна, 1998-мĕш çулхи Анютăна усрава илнĕ.

Якунекассинчи Мироновсем Семенпа (2004-мĕш çулхи) Светланăн (2005-мĕш çулхи) ашшĕпе амăшĕ пулса тăнă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
25 июля 2007
00:00
Поделиться
;