Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

ВАТĂСЕНЕ - ТИМЛĔХ

Мăн Вылă ял тăрăхĕнче пĕччен пурăнакан 23 ватă шутланать. Вĕсенчен чи асли – Мария Марковна Маркова. Вăл 1915 çулта çуралнă, 92-е çитнĕ.

Ватăсене пĕр ялти çынсемех пăхаççĕ, вĕсем социаллă ĕçченсем шутланаççĕ. Ку ĕçре 15 çул ытла тимлекенсем те пур. Вĕсенчен Мăн Вылăри Максимовсене палăртмалла. Мария Марковăна вĕсем 1989 çултанпа пăхса пурăнаççĕ. Виталий Максимович чылай вăхăт шкулта истори предметне вĕрентнĕ, унăн мăшăрĕ Елена Тарасовна фермăра вăй хунă. Пĕрле 5 ача çитĕнтернĕ. Максимовсем Мария Марковнăна пăхса-асăрхаса тăма та вăхăт тупаççĕ.

Анчахрах М.Маркова 92 çул тултарчĕ. Сахал мар пурăннă пулин те, вăл чунĕпе çав-çавах çамрăк-ха, хăнасене яланах тарават. Акă ĕнтĕ, хăйĕн çуралнă кунĕнче те вăл вăрăм çулсене мансах юрă юрласа савăнчĕ, ташша та тухрĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
25 июля 2007
00:00
Поделиться
;