Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

ЯЛСЕНЕ - ТАКĂР ÇУЛСЕМ

Ял активĕ тата “Новый путь” хуçалăх вăйĕпе Чăваш Сурăм çывăхĕнчи Сурăм юхан шыв урлă Элĕк тата Муркаш районĕсене çыхăнтаракан йывăç кĕпере тĕпрен çĕнетсе юсанă. Автоçулсем тăвасси çинчен калакан республика программипе килĕшÿллĕн 2008-мĕш çулта çак йывăç кĕпер вырăнне бетонран тума палăртнă.

Паянхи куна Янăшри кĕпере юсассипе ĕçсем пыраççĕ. Ял варринчи пысăк çырмара яланах шыв тăрать. Ялăн çурçĕр пайĕнче пурăнакансене район центрне тухса кĕме çакă пысăк чăрмав кăларса тăратать. Халĕ ĕнтĕ ун урлă çурран çÿремелли кĕпер тăваççĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
25 июля 2007
00:00
Поделиться