Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

ÇĔНĔ ВĔРЕНŸ ÇУЛНЕ ХАТĔРЛЕНЕÇÇĔ

Çак кунсенче районти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсене çĕнĕ вĕренÿ çулне йышăнассипе комисси хăй ĕçне пуçларĕ. Комисси членĕсем Шĕмшеш, Мăн Ямаш, Питĕшкасси шкулĕсене çитсе хак пачĕç.

Вĕсенче пĕтĕмĕшле юсав ĕçĕсем туса ирттернĕ, урайсене, партăсене, ытти сĕтел-пукана сăрласа çĕнетнĕ. Мăн Ямаш тата Шĕмшеш шкулĕсенче 200 пинлĕх çĕнĕ сĕтел-пукан туяннă. Пушар хăрушсăрлăх темипе мероприятисем ирттерме сахал мар ĕçсем тунă: электропроводкăсене улăштарнă, огнетушительсем туяннă, ачасене эвакуацилес плана çĕнĕрен пăхса тухнă. Санитари йĕркисем çине те пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Шĕмшеш тата Питĕшкасси шкулĕсен столовăйĕсенче çĕнĕ технологи оборудованийĕсене вырнаçтарнă.

Паянхи куна Питĕшкасси, Мăн Ямаш шкулĕсем çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕррине палăртнă. Шĕмшешре юсав ĕçĕсем вĕçленмен-ха.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
28 июля 2007
00:00
Поделиться
;