Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

ĔÇРЕ – ÇАМРĂКСЕМ

Çу кунĕсенче ял çыннисемшĕн канăç çук. Ульянов ячĕллĕ хуçалăх ĕçченĕсем выльăх апачĕ хатĕрлессипе пысăк тимлĕх кăтартрĕç. Халĕ, акă, комбайнсем уй-хире тухрĕç. Виçĕ экипаж – О.Шленскийпе В.Яковлев, В.Владимировпа С.Васильев, В.Григорьевпа Л.Назаров куллен хĕрÿ ĕçре.

Йĕтем çинче те ĕçсем пуçланчĕç. Студентсемпе вĕренекенсем тăван хуçалăха пысăк пулăшу параççĕ. Вĕсем пурте тăрăшуллă, мĕн хушнине пĕтĕмпех пурнăçлаççĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
28 июля 2007
00:00
Поделиться
;