Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

КАШНИ ПĔЧĔК ЯЛА – ТАКĂР ÇУЛ

ЧР Президенчĕн “Чăваш Республикинче автомобиль çулĕсене тăвас ĕçе вĕçлессине хăвăртлатасси çинчен” хушăвне пурнăçлас тĕллевпе районти ялсенче çул тăвас ĕç анлă сарăлчĕ. Харăсах темиçе çĕрте ĕçсем пыраççĕ.

Пĕчĕк Йăлкăш ялĕ тĕлĕнче те вак чулсем купара нумай выртмарĕç, икĕ эрне каялла кунта çул сарас ĕç пуçланчĕ. Вăрнарти çул-йĕр управленийĕн Элĕкри участокĕн ĕçченĕсен пĕр ушкăнĕ малтанах çула тикĕслерĕ, унтан хăйăрпа вак чул сарчĕ.

Пиллĕк-ултă тĕрлĕ техника ялан ĕç шавĕнче. Тĕп ĕçсене Николай Иванов бульдозеристпа Михаил Гордеев автогрейдерист пурнăçлаççĕ. Эдик Гордеев, Леонид Спиридонов, Александр Семенов (вăхăтлăха ĕçлекен) вĕсем хыççăн юсаса пыраççĕ. Юлашкинчен йывăрăш çакнă ятарлă техникăпа таптаса тухаççĕ.

Алексей Александрович Майоров прораб пĕлтернĕ тăрăх, вĕсен ĕç коллективĕ районта Президент программине пурнăçа кĕртсе пырас ĕçе пуçаракансем пулнă. Нумаях пулмасть Кураккасси, Шăлан ялĕсене каякан 860 метр çула лайăх пахалăхпа сарнă. Кĕçех Пĕчĕк Йăлкăш тĕлĕнчи 200 метрлă çул уçăлĕ.

– Эпир çул-йĕр никĕсне ячĕшĕн хывмастпăр, вак чула çителĕклĕ ярса битумпа çирĕплететпĕр, – тет Алексей Александрович.

Малашлăхри плансем пысăк çул-йĕр строителĕсен. Çанталăк условийĕсем ĕçлеме май панă вăхăтпа туллин усă курасшăн. Сентябрь-октябрь уйăхĕсенче Сурăмваррине каякан çула сармалла вĕсен.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
28 июля 2007
00:00
Поделиться
;