Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

ПĔЛĔВНЕ ПРАКТИКĂРА ÇИРĔПЛЕТРĔ

Çу кунĕсенче аслă вĕренÿ заведенийĕсенче пĕлÿ пухакан студентсем производство практикисене ирттереççĕ, çулталăк тăршшĕпе пухнă вĕренĕве ĕçре çирĕплетеççĕ. Утă уйăхĕнче “Шумшеваши” хуçалăхра та пĕр студент предприяти ĕçне хутшăнчĕ.

Яккушкăнь ялĕнче çуралса ÿснĕ, Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче вĕренекен Алексей Лаврентьев ăсталăхне ÿстерчĕ. Алеша асăннă вĕренÿ учрежденийĕнче ветеринари врачĕн специальнăçне алла илет.

Лаврентьевсен çемйи хресчен-фермер хуçалăхне йĕркеленĕ. Çĕр çинче ĕçлеме Т-40, Т-25 тракторсем тата комбайн пур. Выльăх-чĕрлĕх шучĕ те сахалах мар. Хресчен-фермер хуçалăхне йĕркелесе пырас ĕçе Алеша та хутшăнать.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
28 июля 2007
00:00
Поделиться
;