Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

ПĔР КИЛТЕ ИККĔН ТĔРЛЕÇÇĔ

Енчен те çын мĕнпе те пулин интересленет пулсан, ăна никам та хăйĕн юратнă ĕçне тума кансĕрлеймест. Çакна Кивкас Юнтапа ялĕнче пурăнакан Людмила Петровна Максимова кăтартса пачĕ.

Пĕрремĕш тĕрре вăл шкул ачи пулнă чухнех тунă. Çавăнтанпа Людмила Петровна ку ĕçе питĕ килĕштернĕ, тĕрĕ тĕрлесси халĕ те уншăн чун киленĕвĕ. Вĕсен килĕнче асамат кĕперĕ тĕсĕсемпе тĕрленĕ япаласăр пĕр кĕтес те çук. Пуринчен те ытларах вырăн çинчи тĕрĕсем куçа илĕртеççĕ.

Мĕн акатăн, çав шăтать, тенĕ ваттисем. Максимовсен хĕрĕ, Анастасия, çичĕ çулта кăна-ха, анчах амăшĕнчен кая мар тĕрлет. Вĕсен килĕнче хăвна çурхи садри чечексем хушшинчи евĕр туйнинчен тĕлĕнмелли çук.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
28 июля 2007
00:00
Поделиться
;