Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Йыврлăха парăнмасăр

Элĕк районĕнчи Шĕнтреш ялĕнче пурăнакан Никандр Алексеевич Миронов – истори учителĕ. Шăп 55 çул каялла Чăваш патшалăх пединститутĕнчен вĕренсе тухнă çамрăк ăрăва çирĕп те тарăн пĕлÿ тата тĕрĕс воспитани парассишĕн Вутлан шкулĕнче – 8, Мăн Вылăра 3 çул ĕçленĕ, Ураскилт вăтам шкулĕнче вара 44 çул тимлет. Педагогика ĕçĕсенче çур ĕмĕр ытла вăй хурса «Чăваш АССР тава тивĕçлĕ учителĕ» (1974) хисеплĕ ята тивĕçнĕ. Шел те, çитес çулхи кĕркунне 80 тултаракан педагогăн куçĕсем чылайранпа курмаççĕ. Çапах та çак этем пурнăçа пĕтĕм чунра юратать: сăра-эрехпе чĕлĕм тĕтĕмне хытах сивлет, хăйне лăпкă та сăпайлă тытать, умри йывăрлăхсене çĕнтерсе малалла утать. «Кулянса ларнипе нимĕн те пулмасть, май килнĕ таран усăллă ĕç тума тăрăшмалла», - тет вăл.

Хуйхи-суйхи вара унăн çумĕнчен хăпма та пĕлмен темлле. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан 13-ри ача ашшĕне тепĕр куннех Çĕмĕрле станцийĕнчен фронта ăсатса янă. Тепĕр çултан 37-ри ашшĕ вăрçăра хыпарсăр çухалнă. Амăшĕ те çур ĕмĕр каярах (1952) çут тĕнчерен вăхăтсăр уйрăлса кайнă. Савнă мăшăрĕ тăватă çул çумра çукки ватă çыннăн чун-чĕрине каннăç памасть.

«Йывăрлăха çын чăтать, мăнтăрпала алхасать», - теççĕ. Çакна тĕпе хурать 5 ача ашшĕ, хуйхине кулленхи ĕçре пусарать. Виçĕ çухрăмри шкула ывăлĕпе те (вăл директор), мăнукĕпе е ял ачисемпе çÿрет, пĕччен май çук. Пушă вăхăтра яланах Чăваш радио паракан илемлĕ юрăсене итлет. Литературăпа та кăсăкланать. Çыру сĕтелĕ çинче тахçантанпах пухса пынă ваттисен сăмахĕсемпе хăй калăпланă юмах-халапсем тата шыв пек юхакан тарăн содержаниллĕ сăвăсем вырăн тупнă. Хăш-пĕр сăвви республика тата район хаçачĕсенче те пичетленнĕ. Шкула халалланă пĕр сăвви тăрăх Ю. Кудаков композитор юрă та кĕвĕленĕ иккен.

Çак çуркунне Элĕк район типографийĕнче Н.Мироновăн кĕнеки кун çути курчĕ. Автор 120 страницăран тăракан «Амăшĕн чĕри» поэмине юлвашки  çулсенче çырнă. Этем чун-чĕрине пырса тивмелле тата ăнланмалла хайланă йĕркесем питĕ çăмăллăн вуланаççĕ.

 

 



"Хыпар"
04 августа 2007
00:00
Поделиться
;