Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

ТАНТĂШĂМ – ХАÇАТĂМ

Район хаçачĕпе эпĕ пĕр çулта çуралнă, вăл манран çур çул кăна кĕçĕнрех. Унпа шкула кайичченех паллăшнă. Çуллахи ăшă кун. Атте почтальонка иртсе кайнă хыççăн шăп çав хаçата алла илчĕ те пусма картлашки çинчех сасăпа вула пуçларĕ. Илĕртÿллĕ те пулнă маншăн райхаçат. Аслă классенче вĕреннĕ чух унта хамăн та заметка, сăвă пичетленсе тухрĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн утмăлмĕш çулĕсен пуçламăшĕнче эпĕ парти райкомĕнче ĕçлеме тытăнтăм. Ял пурнăçне пĕлнĕ май хаçата тăтăшах çырса тăраттăм. 1963-64-мĕш çулсенче районсене пысăклатрĕç. Пирĕн район виç-тăватă еннелле саланса кайрĕ. 1965-мĕш çулта районсене çĕнĕрен йĕркелерĕç. Вăрнар парткомĕнче ĕçленĕскер, эпĕ каллех Элĕк райкомĕнче вăй хума пуçларăм. Етĕрнерен А.Г.Кустиков та парти райкомне куçса килчĕ. Унчченех хаçат редакторĕ пулнăскер, вăл хаçата çĕнĕрен кăларма тытăнассипе тимлерĕ. Эпĕ улма-çырла комбиначĕ çинчен материал çырса патăм. Вăл хаçатра пичетленчĕ.

Каярахпа та хаçата тăтăшах çырса тăтăм. Ялсенче пулнă май унти ĕç-хĕле, çыннисене пĕлни, спорт ăмăртăвĕсене хутшăнни тĕрлĕ хыпар, тĕрленчĕк çырмашкăн чĕрĕ çăл куç пулнă маншăн. Район хаçатĕнче манăн калавсем, роман-повесть сыпăкĕсем вырăн тупса халăх хушшине саланчĕç.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
08 августа 2007
00:00
Поделиться
;