Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

75 ÇУЛ ВУЛАКАНПА ПĔРЛЕ

Хаклă вулаканăмăрсем! Эсир паян алла “Пурнăç çулĕпе” хаçатăн юбилей номерне тытатăр. 75 çул каялла, август уйăхĕнче, райхаçатăн пĕрремĕш номерĕ кун çути курнă. Ун чухне вăл “Колхоз хаçачĕ” ятпа тухнă. Алă пусса кăлараканĕ, тепĕр майлă каласан, пĕрремĕш редактор Синер ялĕнче çуралса ÿснĕ Т.Золотов пулнă. Вăл райхаçата пĕр çулталăка яхăн кăларнă. 1932 çулта “Колхоз хаçачĕн” вун ултă номерĕ вулакан патне çитнĕ. Вырăнта типографи пулман, çавăнпа та хаçата Вăрнар типографийĕнче пичетленĕ. Вăл вăхăтра райхаçат страницисенче ял пурнăçне, хуçалăхсен ĕç-хĕлне тĕплĕн çутатнă. Шел пулин те, 1963 çулта район пĕтнĕ май, “Колхоз хаçачĕ” те тухма пăрахнă. 1965 çулта райхаçат тепĕр хут “чĕрĕлет”, “Ленин çулĕпе” ятпа вулакан патне çитет. 1996 çулхи сентябрĕн 14-мĕшĕнчен çĕнĕ – “Пурнăç çулĕпе” ят илет.

Райхаçат умне сахал мар йывăрлăх тухса тăнă, апла пулин те малалла утнă, район пурнăçне туллин уçса панă. Пĕр сăмахпа каласан, район аталанăвĕнче хăй тÿпине хывнă. Çулсем малаллах шунă, хаçат ĕçченĕсем тĕп тĕллеве – пурнăçа тĕрлĕ енлĕн çутатассине ялан малти вырăна лартнă. Паллах, хаçатăн сăн-сăпачĕ те улшăнса пынă. Халĕ те çĕнĕлĕх шырама пăрахмасть редакци коллективĕ. Пичетĕн тĕрекĕ вăл – обществăлла корреспондентсем. Вĕсен пулăшăвĕпе эпир вырăнсенчи пурнăçа халăх патне çитерме пултаратпăр. Çавăн пекех шкулсенчи çамрăк çыравçăсем те пире тĕрлĕ информаципе тивĕçтереççĕ. Уншăн пурне те тав сăмахĕ калас килет. Хаçатçăсем почта çыхăнăвĕн ĕçченĕсемсĕр пурăнаймаççĕ. Почтальонсем пире ялан ăнланма тăрăшаççĕ, пĕр-пĕринпе туслă ĕçлесе пырсан йывăрлăхсене çĕнтерсе пыма та çăмăлрах. Тав вĕсене “Пурнăç çулĕпене” вулакан патне вăхăтра çитернишĕн.

Хаклă вулаканăмăрсем, хаçат тусĕсем, пичет ветеранĕсем! Сире пурне те район хаçачĕ 75 çул тултарнă ятпа ăшшăн саламлатăп, ырлăх-сывлăх, пурнăçра телей, ĕçре ăнăçу сунатăп, ĕмĕтĕрсем пурнăçа кĕрсе пыччăр, ялан пĕрле пулар.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
10 августа 2007
00:00
Поделиться
;