Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

ЙЫВĂРЛĂХРАН ХĂРАМАСТЬ

Виктор Анатольевич Никитин нумай çул ĕнтĕ “Звезда” хуçалăхра водительте тăрăшать. Ялах юласси çинчен вăл шкул пĕтерсенех шутласа хунă, ачаранпах руль умне ларма ĕмĕтленнĕ. Салтак тивĕçне пурнăçласа таврăнсанах юратнă ĕçе кÿлĕннĕ. Юнашар ял хĕрĕпе, Алина Геннадьевнăпа çемье çавăрнă. Мăшăрсем ывăлпа хĕр ÿстереççĕ. Килти хуçалăха аталантарма кредит илнĕ вĕсем кăçал, УАЗ автомашина туяннă. Выльăх-чĕрлĕх йышлă усраççĕ, пĕр гектар çĕр пур.

Виктор Анатольевич ир пуçласа каçченех рейсра. Хальхи вăхăтра хуçалăхра водительсем юлманпа пĕрех. Чылайăшĕ Мускаври стройкăсене çÿреççĕ. Виктор шухăшĕпе вара тăван çĕр çинче те укçа-тенкĕ ĕçлесе илме пулать. Унăн мăшăрĕ те хуçалăхрах тăрăшать.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
10 августа 2007
00:00
Поделиться