Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

КРЕДИТПА УСĂ КУРАÇÇĔ

“АПК аталанăвĕ” наци проектне пурнăçласа, районта харпăр хăй хушма хуçалăхне аталантарма 38557 пин тенкĕ çăмăллатнă кредит уйăрса панă. Перекет банкĕн уйрăмĕ урлă 207 çын – 19867 пин тенкĕлĕх, “Россельхозбанкран” 128 çын – 18234 пинлĕх, “Килĕшÿ” кооператив урлă 5 çын 456 пин тенкĕлĕх кредит илнĕ. Пурĕ çăмăллатнă кредитпа халĕ 340 хушма хуçалăх усă курать. Наци проектне пурнăçа кĕртме тытăннăранпа çакă мĕн пур хушма хуçалăхсен 10, 15 проценчĕ шутланать.

Çăмăллатнă кредитпа Элĕк (22, 6 процент), Крымсарайккă (13, 49 процент), Йăлкăш (13, 41 процент), Юнтапа (10, 34 процент) ял тăрăхĕсенче пурăнакансем туллин усă кураççĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
10 августа 2007
00:00
Поделиться
;