Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

ЫРЛАСА ЙЫШĂНЧĔÇ

Нумаях пулмасть “Единая Россия” партин кадрсен резервĕн кандидачĕсемшĕн Элĕк район уйрăмĕнче пĕрремĕш сасăлав иртрĕ.

Раççей Геройĕ Евгений Борисов, Патăръел районĕнчи “Малалла” ял хуçалăх эртелĕн тата “Первомайск” ял хуçалăх производство кооперативĕн ертÿçи Михаил Петров, Шупашкарта хула Пухăвĕн депутачĕ Ильяс Калмыков хăйсем çинчен каласа пачĕç, ыйтусене хуравларĕç. Тухса калаçакансем кадрсен резервĕн кандидачĕсен списокне ырлама чĕнсе каларĕç. Пухăннисем “Единая Россия” кандидачĕсене ырласа йышăнчĕç.

Çав кун парти йышĕ татах та ÿсрĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
15 августа 2007
00:00
Поделиться
;