Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

ТУЙСЕМ ПĔЛТĔРХИНЧЕН ЫТЛАРАХ

Кăçалхи çичĕ уйăхра район администрацийĕн ЗАГС пайĕ гражданла лару-тăру çинчен 442 акт, 102 ача çуралнине регистрациленĕ. 2007-мĕш çулта пĕлтĕрхи çак вăхăтринчен 10 ача сахалтарах кун çути курнă. Мăшăрланмасăр ача çуратнисем – 17. Çемьесенче: пĕрремĕш ача – 36, иккĕмĕш – 34. Пиллĕк çемьере – пиллĕккĕмĕш, пĕр çемьере улттăмĕш ача çуралнă. Çичĕ уйăхра – пĕр çемьере çеç йĕкĕрешсем.

222 çын вилнине регистрациленĕ. Ку пĕлтĕрхи çак вăхăтринчен 24 çын сахалрах.

82 мăшăр пĕрлешнĕ (пĕлтĕрхинчен 24 мăшăр ытларах). Çул çитмен çамрăк çемье çавăрни пĕр тĕслĕх пулнă, ют çĕр-шыв гражданĕсемпе – 4. 24 çемье арканнă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
15 августа 2007
00:00
Поделиться
;