Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

ÇУРТ ХЫÇÇĂН ÇУРТ

Юнтапа ял тăрăхĕнче çулсерен кашни ялта харпăр хăй вăйĕпе çурт хыççăн çурт çĕкленет. Сăмахран, иртнĕ çул Алексеевсен, Никоновсен, Матвеевсен, Илларионовсен, Волковсен çемйисем çĕнĕ çурта пурăнма куçнă. Пĕтĕмпе 825 тăваткал метр чухлĕ пурăнмалли çурт-йĕр тунă.

Ял çыннисем кăçал та пÿрт-çурт лартаççĕ. Çурчĕсем кермен пек, хăтлă та илемлĕ. Çурт çĕклекенсене район тата Юнтапа ял администрацийĕсем май килнĕ таран пулăшсах пыраççĕ. Пĕлтĕр Алексеевсене, Никоновсене, Волковсене пурĕ 195 пин тенкĕлĕх каялла тавăрмалла мар субсиди панă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
18 августа 2007
00:00
Поделиться
;