Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

ХĔРСЕМ АШШĔ-АМĂШНЕ ХИСЕПЛЕÇÇĔ

Çемье – юратупа ăшă кăмăл, шанăçпа ĕненÿ вучахĕ. Килте татулăх та килĕшÿ, пĕр-пĕрне ăнланни, хисеплени пулсан – этем телейлĕ. Çакна ялан асра тытаççĕ Лупашка ялĕнчи Ефремовсем. Ашшĕ-амăшĕн тимлĕхĕпе, ырă кăмăлĕпе вĕсен хĕр ачисем – Алина, Алиса, Оксана, Кристина пирвайхи утăмсене ярса пуснă. Хĕр ачасем ĕçе юратса, пĕрне-пĕри тата ашшĕ-амăшне хисеплесе ÿсеççĕ. Аслă хĕрĕн Алинăн хăйĕн çемье пур ĕнтĕ. Оксанăпа Алиса – Чăваш патшалăх педагогика университечĕн студенткисем, Олесьăпа Кристина Питĕшкасси шкулĕнче вĕренеççĕ.

П.Ефремова чылай хушă ял хуçалăхĕнче тăрăшнă, Чăваш ял хуçалăх институтĕнчен вĕренсе тухнă, зооинженер специальнăçне илнĕ, хальхи вăхăтра ял тăрăхĕн специалистĕнче тимлет. Çемье пуçĕ Ю.Ефремов та тăван хуçалăхра вăй хунă, халĕ Мускава строительство ĕçĕсене çÿрет. Кăçалхи утă уйăхĕнче вĕсен мăнукĕ Мария çуралнă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
18 августа 2007
00:00
Поделиться
;